95 çулхи юбиляр – Николаева Анна Степановна

95 çулхи юбиляр – Николаева Анна Степановна

Районпа пĕрле Кавал ялĕнче пурăнакан Николаева Анна Степановна 95 çул тултарать. Вӑл 1927 ҫулхи декабрӗн 2-мӗшӗнче Кавал ялӗнчех ҫуралнӑ. Анюта аппа теççĕ ăна ялта. Вӑрҫӑн йывӑр ҫулӗсем хыҫҫӑн ҫемье ҫавӑрма тÿр килмен ӑна. Паянхи кун вăл шӑллӗпе тата унӑн хӗрӗпе пурăнать. «Турă сăвапĕпе, унăн ырăхне шанса пурăнатăп» - тет вăл.

Президентăн саламне Анюта аппа патне ял тăрăх администраци пуçлăхӗ Юрий Алексеев илсе çитерчĕ. Районпа пĕр çулта пулни питĕ саванăçлă хыпар пек туйăнчĕ ватă çынна.

«Малашнехи пурнăç пуриншĕн те телейлĕ те канăçлă, вăрçă-хирĕçÿсĕр пултăр. Район малалла та аталанса, çирĕпленсе пытăр. Унăн тилхепине тытса пыракансене Турă пулăшса пытăр» - çапла пулчĕ  Анна Степановнан пехилĕ.



02 декабря 2022
15:29
Поделиться